Шупашкарта пӗрремӗш хут Пӗтӗм ҫӗршыври ача-пӑча фольклор Ассамблейи иртрӗ

Халӑх юррипе ташши уявӗ тӗрлӗ регионти пултарулӑх ушкӑнӗсене Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пуҫтарчӗ.

Уяв кӑмӑлӗ фойерех хуҫаланчӗ. Илемлӗ ҫи-пуҫ тӑхӑннӑ ҫамрӑк артистсем пурте савӑк кӑмӑллӑ. Ушкӑнсем сцена ҫине тухас умӗн тепӗр хут юрӑсемпе ташӑсене аса илчӗҫ. Пӗтӗмпе республика тӗп хулине 56 регионтан 600 ача ҫитнӗ, вӑл шутра Чӑваш Енрен те. Вӗсем юрӑпа ташӑ, вӑйӑпа уяв йӗркисем урлӑ хӑйсен халӑх культурипе паллаштарчӗҫ. Тӳресем палӑртнӑ тӑрӑх, ачасем тӗплӗн хатӗрленнӗ, кашни номер - пуян та хӑйнеевӗрлӗ. Уйрӑмах уява хутшӑнакансен капӑр ҫи-пуҫӗ конкурса илем кӳчӗ. 

Елена Дмитриева, Леонид Петров