Шупашкарта наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑмла фестивалӗсем хӑнасене пуҫтарчӗҫ

Республика Кунне паллӑ тунӑ май харӑсах икӗ "тутлӑ" фестиваль иртрӗ: "Ҫӗршывӑн симӗс ылтӑнӗ" тата "Тараватлӑ Чӑваш Ен". 

Чӑваш Енре мӗн авалтан хӑмла туса илнӗ. Кашни хӗрарӑм сӑра вӗретме пӗлнӗ, кӑпӑклӑ ӗҫмипе хӑнасене тараватлӑ кӗтсе илсе сӑйланӑ. "Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ" фестивале ҫӗршыври 13 регионтан предприятисем килсе ҫитнӗ, хӑмларан тунӑ продукцие тӑратнӑ. Пирӗн республикӑран 6-ӑн хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех уйрӑм ҫынсем те хастар пулнӑ. Унсӑр пуҫне кунтах чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗн фестивалӗ те ӗҫлерӗ. Кафесемпе ресторансем, апатлану предприятийӗсем туп-тулли сӗтелсем хатӗрленӗ. Шӑрттан, хуплу, уйран яшки, ҫӑмарта хӑпартни - мӗн кӑна ҫук кунта. Икӗ фестиваль те нумай ҫынна илӗртрӗ. 

Диана Иванова, Святослав Петров