Фильма Президент фончӗ пулӑшнипе хӗрарӑмсен ушкӑнӗ ӳкернӗ: проект ертӳҫи - Наталья Цуканова, сценарисчӗ - Ольга Шейпак. "Кашни пысӑк арҫын хыҫӗнче вӑйлӑ арӑм тӑрать" тенине шута илсе, вӗсем Яковлевсен ҫемье пурнӑҫне тӗпченӗ. Иван Яковлевичӑн мӑшӑрӗ, Екатерина Бобровникова, миссионер-просветитель кил-йышӗнче ҫуралнӑ, ашшӗ вилсен хӗрачана унӑн ӗҫтешӗ, Николай Ильминский усрава илнӗ. Вак халӑхсене ҫутта кӑларакансем ҫумӗнче ҫитӗннӗ хӗршӗн пирӗн Яковлевӑн ӗҫӗ ют пулман.
Хальлӗхе фильма Чӗмпӗрте пурӑнакан чӑвашсем те пӗрле пуҫтарӑнса курайман-ха. Валентина Тараватпа Николай Ларионов ҫыравҫӑсем ӑна Чӑваш Енри хӑтлава килсе шупашкарсемпе пӗрле пӑхас тенӗ.
Ӳкерекенсем архиври материалсене тӗпе хурса, Яковлевӑн асилӗвӗсене, ҫырӑвӗсене тӗпчесе ӗҫлени куҫкӗрет. "Ленин ҫӗршывӗ" музейри экспонатсемпе вырӑнлӑ усӑ курнӑ. Чӑваш кураканӗсем картинӑна хапӑлласа йышӑнчӗҫ, тимлӗ те ҫивӗч куҫлӑраххисем сӗнӳ те пачӗҫ.
Фильм хальхи яш-кӗрӗмшӗн, килес ӑрусемшӗн уйрӑмах усӑллӑ пулӗ. Авторӗсем те: "Ҫамрӑксем валли ӳкертӗмӗр", - теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пире залри студентсем картинӑна мӗнле ӑнланса йышӑнни интереслентерчӗ.
Вырӑн-вырӑн артистсене те выляттарса ӳкернӗ документлӑ фильма хатӗрлекенсем ҫемье телейӗ юратуран кӑна мар, пӗр тӗллевпе, тӑван халӑха, ытти ҫынсене усӑллӑ ӗҫе пӗрле кӳлӗнсе ҫав лава чӑтӑмлӑн туртма вӑй ҫитернинчен те килнине ӗнентереҫҫӗ.
Яковлевсен Чӗмпӗртен мӗншӗн тухса кайма тивни пирӗн кураканшӑн ҫӗнӗлӗх мар. Анчах ӗмӗрӗпе пусӑн-пусӑн пухса тунӑ хуҫалӑхне туртса илекенсене ватлӑхне Мускавра ирттернӗ Иван Яковлевич мӗнле тавӑрнӑ? Фильм авторӗсем ҫак ыйтӑва чат чӑвашла хуравлаҫҫӗ.
Марина Карягина, Михаил Солин