Шкул театрӗсен республикӑри "Асам" фестивалӗн суйлав тапхӑрӗ вӗҫленчӗ

Кӑҫал вӑл Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева пулӑшнипе иртет. Ҫӗрпӳри культура ҫуртӗнче 10 муниципалитетри ҫӗнтерӳҫӗсене пуҫтарса хавхалантарчӗҫ.

Пухӑннисене Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров саламларӗ, республикӑра ачасене тӗрлӗ енлӗ аталанма майсем пуррине каларӗ. Чӑваш Енре паянхи кун 400 шкул театрӗ. Вӗсем пурте "Асам" фестивале хутшӑннӑ. Суйлав тапхӑрӗнче муниципалитетсенче чи лайӑххисене палӑртнӑ. Ачасемшӗн Раҫҫей кино тата театр актерӗпе Сергей Друзьякпа тӗл пулни пысӑк парне пулчӗ. Вӑл ҫавӑн пекех федераци каналӗнче ача-пӑча кӑларӑмӗ ертсе пырать. Хӑна хӑйӗн ролӗсем пирки каласа кӑтартрӗ, сӑвӑсем вуларӗ, ӑсталӑх сехечӗ ирттерчӗ.

Муниципалитетсенчи ҫӗнтерӳҫӗсем чӳк уйӑхӗнче республика шайӗнчи фестивале пухӑнаҫҫӗ. Чи лайӑх ӗҫсемпе ачасем пысӑк сценӑсем ҫине тухма пултарӗҫ. Вӗсемпе ҫавӑн пекех паллӑ артистсем тӗл пулӗҫ, ӑсталӑх урокӗсем ирттерӗҫ.

Диана Иванова, Михаил Солин