Республикӑра Константин Иванов ҫуралнӑранпа 133 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ

Уяв Хӗрлӗ тӳремре поэтӑн палӑкӗ умӗнче иртрӗ. 

Митинга поэт ячӗпе хисепленекен Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем "Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун" спектакльти юрӑ сыпӑкӗпе пуҫларӗҫ. Иоаким Максимов-Кошкинский произведенийӗ тӑрӑх лартнӑ ҫак постановка шӑпах Константин Ивановӑн ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарать. 

Театр ӗҫченӗсемпе пӗрлех поэтӑн пултарулӑхне сума сӑвакансен йышӗнче ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсем пулчӗҫ. Ҫак кунсенче тӗп хулара иртекен кинофестивале хутшӑнакан хӑнасем те "Нарспи" авторӗпе кӑсӑкланчӗҫ. Палӑк умӗнче вилӗмсӗр поэмӑри сыпӑксем шӑранчӗҫ.

Ку произведенине, чӑнах та, хамӑр ҫӗршывра кӑна мар, тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. РСФСР халӑх артистне Нина Григорьевӑна та Нарспи питӗ ҫывӑх. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче тӗп сӑнара калӑпланӑ.

Константин Иванов - чӑваш литературине никӗслекенӗ. Вӑл тӑрӑшнипе сахал мар тӗн кӗнекине, вырӑс классикӗсен - Лермонтовӑн, Некрасовӑн произведенийӗсене тӑван чӗлхепе куҫарнӑ. Ялсенче ҫутӗҫ сарӑлнинче те поэтӑн тӳпи пысӑк, палӑртрӗ хӑй сӑмахӗнче Культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский. Уяв палӑк умне чечексем хунипе тата вӑйӑ картипе вӗҫленчӗ.

Леонид Петров