Республикӑра ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн Атӑл тӑрӑхӗнче палӑрасшӑн

Шупашкарта "Сто лиц" ача-пӑча театр студине йӗркеленӗренпе 2 ҫула яхӑн кӑна иртнӗ пулин те ҫамрӑк артистсем куракансене тыткӑнлама та, конкурссенче ҫӗнтерме те ӗлкӗрнӗ. Вӗсен спектаклӗ Атӑл тӑрӑхӗнчи шкул театрӗсен тупӑшӑвӗн регионти тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫавӑн пекех округри чи лайӑх 14 постановка йышне кӗнӗ. 

Театр студине 5 ҫултан пуҫласа 17 ҫул тултарнӑ ачасем ҫӳреҫҫӗ. Эрнере 3 хут занятисем иртеҫҫӗ. 30 ытла ҫамрӑк артист пултарулӑхне туптать. Вӗсемпе Дмитрий Цыгановпа Кирилл Корсаков ӗҫлеҫҫӗ. Репертуарта ытларах вырӑс авторӗсен хайлавӗсемпе лартнӑ спектакльсем. Чикӗ леш енчисем пире валли мар теҫҫӗ. Ҫамрӑк артистсем конкурсра Ксения Драгунская произведенийӗ тӑрӑх лартнӑ постановкӑпа палӑрнӑ. Ку спектакльте тулли мар ҫемьесенче ӳсекен ачасен йывӑрлӑхӗсем пирки сӑмах пырать. Туслӑх, ӑрусем хушшинчи ӑнланманлӑх - ҫак темӑсем яланах хумхантараҫҫӗ. Куракансем сӑнарсенче хӑйсене палласа илме пултараҫҫӗ. 

Декорацисем те питӗ ӗнентерӳллӗ те пысӑк пахалӑхлӑ пулса тухнӑ. Вӗсене Ольга Политаева художник-декоратор хатӗрленӗ. Паллах, тӳресем ҫакна та шута илнӗ. Регион шайӗнчи ҫӗнтерӳпе студи ертӳҫисем те, ачасем те ҫырлахса ларасшӑн мар. Ҫывӑх вӑхӑтра вӗсем татах та пысӑкрах конкурса хутшӑнас тӗллевлӗ. 

Надежда Александрова, Святослав Петров