Республикӑра 25-мӗш хут театр ӳнерӗн "Чӗнтӗрлӗ чаршав" конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ

Кӑҫал пултарулӑх ӑмӑртӑвне 5 театр 10 ӗҫ тӑратнӑ. Чи ӑнӑҫлӑ ӗҫсен, ӑста актерсен, сцена илемлетекенсен ячӗсене Вырӑс драма театрӗнче иртнӗ уявра пӗлтерчӗҫ. 

Йӑла тӑрӑх тӳресем иртнӗ ҫул пӗрремӗш хут куракан умне кӑларнӑ спектакльсене хак параҫҫӗ. Тӗплӗ тишкерсе сценӑна мӗнле илемлетнинчен пуҫласа 2-мӗш планри чи лайӑх сӑнар таранах палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал та пирӗн республикӑна тӗрлӗ регионтан сумлӑ экспертсем килсе ҫитнӗ. 

"Чи лайӑх арҫын ролӗ" номинацире Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Николай Миронов "Мцыри" постановкӑри тӗп сӑнара калӑпланӑшӑн ҫӗнтерчӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр вӑл "Чӗнтӗрлӗ чаршав" конкурсра пултарулӑх командировкине каймалли сертификата тивӗҫнӗччӗ. 

Спектакле юрӑ-кӗвӗпе куракана тыткӑнламалла илемлетнӗшӗн Татьяна Алешина композитора чысларӗҫ. Питӗртен Пукане театрне "Шекспир" постановкӑна лартас ӗҫе хутшӑнма килнӗ вӑл. "Чи лайӑх сценографи" номинаци парни хальхинче Эксперимент театрӗн пулчӗ. Ӑна Булат Ибрагимов тивӗҫрӗ. Вырӑс драма театрӗ Антон Чехов хайлавне тӗпе хурса "Дядя Ваня" спектаклӗнче Соня рольне вылянӑшӑн Екатерина Апполонована "Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ" номинацире палӑртрӗҫ. "Ача-пӑча валли лартнӑ чи лайӑх спектакль" - Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн "В поисках Большой Медведицы". 

Чи лайӑх спектакль - Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ лартнӑ - "Мцыри". "Чӗнтӗрлӗ чаршав" ҫӗнтерӳҫисене пурӗ 7 номинацире чысларӗҫ. Андрей Аверин уйрӑм парнене - пултарулӑх командировкине кайма май паракан сертификата тивӗҫрӗ. 

Алиса Алесандрова, Виктор Степанов