Николай Дронниковӑн ячӗ ӳнерпе интересленекенсемшӗн ют мар: вӑл Геннадий Айхин ҫывӑх тусӗ пулнӑ. 50 ҫул ытла Францире пурӑннӑ вырӑс маҫтӑрӗ чӗрӗк ӗмӗр каялла Чӑваш халӑх поэчӗпе Шупашкара та килнӗччӗ. Кӗнеке илемлетес енӗпе ӗҫленӗ художникӑн нумай ӳкерчӗкӗ шӑпах пирӗн сӑвӑҫӑн пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ, ҫавӑнпа хаклӑ та.
Наци музейӗн фондне пуянлатнӑ Дронников архивӗнче, тӗпрен илсен, Геннадий Айхин Францире тухнӑ "Отмеченная зима" кӗнекине кӗнӗ сӑввисемпе алҫырусем. Ҫак документсемпе усӑ курса Чӑваш тӗррин музейӗнче ятарлӑ курав та уҫнӑччӗ, анчах маҫтӑрӑн пултарулӑхне туллин кӑтартма май пулманччӗ-ха.
Кӑҫал Николай Дронников пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унӑн архивне Парижран управлӑн илсе килнӗ Чӑваш наци музейӗн пуҫлӑхӗ художника пысӑк ӗҫӗшӗн тав туса уйрӑм курав йӗркелемеллех тесе шутланӑ. Дронниковӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ: хӑйӗн архивне никама та мар, Чӑваш Республикине парасчӗ тенӗ ӳнерҫӗ.
Дронников Геннадий Айхин сӑн-сӑпатне кӑна мар, ун сӑввисенчи шухӑш-туйӑма та ӳкернӗ, тепӗр чухне текстри йӗркесем те хӑйне евӗр ӳкерчӗке ҫаврӑннӑ. Музейри дизайн пайӗн ертӳҫи Олег Улангин каланӑ тӑрӑх, пӗтӗм ӗҫре тенӗ пекех сӑвӑран илнӗ сыпӑксем пур. Ытларах "Поклон - пению" кӗнекери тӑватйӗркелӗхсем. Кунсӑр пуҫне ытти живопиҫ тата графика хайлавӗсене, Дронников алӑпа калӑпласа кӑларнӑ сӑвӑ пуххисене курма пулать. Савӑт ҫине ҫырнӑ йӗркесемпе паллашма та кӑсӑклӑ.
Николай Дронников Тула тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, Мускаври академи ӳнер училищинчен, унтан Суриков ячӗллӗ патшалӑх ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1972-мӗш ҫулта француз журналистне качча илнӗ те Парижа куҫса кайнӑ. Ҫур ӗмӗр ытла чикӗ леш енче пурӑннӑран-тӑр, Раҫҫее уйрӑм юратупа юратнӑ вӑл. "Парижри вырӑс маҫтӑрӗ" курав Чӑваш наци музейӗнче ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлет.
Марина Карягина, Наталия Егорова, Михаил Солин