Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Пишпӳлек районӗнче чӑваш уявӗ кӗрлерӗ

Манӑҫа тухнӑ авалхи йӑла халӑх туслӑхӗнче ҫӗнӗ вӑйпа хӗмленет. Пушкӑртстанри Пишпӳлек тӑрӑхӗнче пурӑнакансем "Питрав пуххи" паллӑ турӗҫ. 

Чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан Пишпӳлек ҫӗрӗнчи йӑхташӑмӑрсем тӗрлӗ тӑрӑхран ҫитнӗ хӑнасене тӑван йӑла-йӗркесене пӑхӑнса, пысӑк хисеппе чыслӑн кӗтсе илчӗҫ. Аякри ентешсене хапӑл тума Ситек ялне тавралла тӗпленнӗ ялсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Уява пухӑннисене вӗсем ку тӑрӑхра ламран лама куҫакан аваллӑх пуянлӑхӗсемпе, ал ӗҫ пултарулӑхӗн куравӗсемпе паллаштарчӗҫ.

Уяв евӗр иртекен "Питрав пуххине" кӑҫал ахальтен мар Ситек ялӗнче паллӑ тума шутланӑ. Тарават ял-йыш тӑрӑшнипе кунта тӑван халӑх культурипе паллаштаракан "Асанне арчи" музей ӗҫлет. Аваллӑх кӗтесне калама ҫук чаплӑ та пуян тунӑ. Вӑл пирӗн несӗлсен кун-ҫулӗпе ӗҫ-хӗлне тӗпӗ-йӗрӗпех уҫса кӑтартать. Ҫак пуянлӑха типтерлӗ упракан халӑх асатте-асаннесен йӑли-йӗркипе те хӗпӗртесе пурӑнать. Вырӑнти хастарсем уява ятарлӑ кӗлӗрен пуҫларӗҫ. Карталанса тӑрса ҫӳлти турӑран тӑнӑҫ пурнӑҫ, ырӑ самана ыйтрӗҫ. Унтан пурте Питрав йӑлипе ҫава тытса утӑ ҫулма пикенчӗҫ.

Пултаруллӑ ял-йыша вырӑнти ертӳҫӗсемпе тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан ятлӑ-сумлӑ ентешӗсем, Чӑваш Енрен ҫитнӗ хӑнасем саламларӗҫ.

Савӑнӑҫлӑ уявра пишпӳлексем хӑйсен мухтавлӑ ентешне, Чӑваш халӑхӗн тата Пушкӑртстан республикин тава тивӗҫлӗ артистне Елена Шурту юрӑҫа чысларӗҫ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗ "Пишпӳлек районӗн тава тивӗҫлӗ гражданинӗ" ята тивӗҫрӗ.

Пултаруллӑ та маттур ентешсем хавхалантарса пынӑ чух ялсем аптрамаҫҫӗ-ха. Ӗҫченлӗхне кура чӑвашсем кунта яланах ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ.

Питрав пуххи уявӗнче тӑван культура аталанӑвӗнче тӑрӑшакан ытти хастар ентешсене те тав турӗҫ. Вырӑнти администраципе пӗрлешӳсен тата Чӑваш наци конгресӗн хисеп хучӗсемпе, парнесемпе чысларӗҫ. Пурте кӑмӑл туличчен юрласа, ташласа савӑнчӗҫ.