Пулас художниксене хавхалантаракан ӳкерчӗксем

Патӑрьелти ӳнер шкулӗнче Анатолий Кокель художник ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче сумлӑ ентешӗн - Алексей Кокелӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ тата ытарайми тӑван тавралӑхӗ ӳнерҫӗ пулма хавхалантарнӑ. 

Пӑла тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Анатолий Кокель пур енлӗн аталаннӑ ӳнерҫӗ. Ҫакна унӑн ӗҫӗсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Тахҫанах тӗп хулара тӗпленнине пӑхмасӑр, унӑн картинисем хӑй ӳснӗ Шурутпа Турхан тӑрӑхне илсе ҫитереҫҫӗ. Тӑван тавралӑхпа ҫывӑх пулнине вӑл пир урлӑ кӑтартса пама тӑрӑшать. Пӗве хӗрринчи хур-кӑвакал, ҫарансемпе вӑрмансем ҫулталӑкӑн тӗрлӗ тапхӑрӗнче - пурте асамлӑ ачалӑх аса илӗвне путараҫҫӗ. 

Ӳнерҫӗ мӗн пӗчӗкрен пейзажсем ӳкерме юратнине пытармасть. Ҫак туртӑмах ӑна 1977-мӗш ҫулта тӗп хулари ӳнер училищине илсе ҫитернӗ. Анчах унта вӗренме кӗме тӳрех май килмен. Ӳнер ӗҫӗн никӗсне пӗлменнипе ял ачи экзамен тытайман. 

Анатолий Кокеле ӳнерҫӗ ҫулӗ ҫине тӑма салтакри пурнӑҫ та хистенӗ. Сӑрӑ ӗҫне ал выртнине пӗлсен, ӑна полкри профессиллӗ художниксем ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ҫав тапхӑрта вӑл пысӑк опыт пухнӑ. Ҫартан таврӑнсан вара ҫӑмӑллӑнах вӗренме кӗнӗ. Анатолий Васильевич ӑста портретист пулнине те палӑртрӗҫ тухса калаҫакансем. Сахал мар паллӑ ҫынна ӳкернӗ вӑл. Вӗсен йышӗнче, паллах, тӑванӗсем те пур. 

Курава ахальтен мар ӳнер шкулӗнче йӗркеленӗ. Кунта паллӑ ентешӗсен ӗҫне тӑсакансем вӗренеҫҫӗ. Илемлӗ ӳкерчӗксем художник пулас ӗмӗтпе пурӑнакан ачасене хавхалантарса тӑрӗҫ. Экспозиципе кӑмӑл тӑвакансем те паллашма пултараҫҫӗ. Вӑл ҫу уйӑхӗн варричен ӗҫлӗ. 

Леонид Петров