Паян Чӑваш патшалӑх символӗсене йышӑннӑранпа 29 ҫул ҫитрӗ

Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑма халалласа Ӳнер музейӗнче курав йӗркеленӗ.

Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсене йышӑнас ӗҫ автономин 70 ҫулхи юбийӗ хыҫҫӑн 1990-мӗш ҫулта хускалнӑ. Малтанах суверенитет ҫинчен калакан деклараци, унтан Чӗлхесем пирки саккун йышӑннӑ. Анчах та Чӑваш патшалӑхне сӑнарлакан тивӗҫлӗ паллӑсем пулман. Ҫавӑнпа та 90-мӗш ҫул вӗҫӗнчех наци юхӑмӗнчи хастарсем пӗрлешсе элем тата мухтав юрри хатӗрлесси пирки концепци йышӑннӑ. Куравра Чӑваш патшалӑх истори тата хальхи самана архивӗсенче упранакан документсене тӑратнӑ. Ҫавӑн пекех Вадим Шипунов геральдистӑн 60-а яхӑн ӗҫне курма пулать. 

 

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев