Наци библиотекинче музыкӑпа театр ӳнерӗн энциклопедине пахаларӗҫ

Республика сценисем ҫинчен куракан патне ҫитнӗ музыка постановкисем, тӗрлӗ сӑлтава пула халӑх умне тухайман ӗҫсем, артистсен, композиторсен, либреттистсен, дирижерсен, хайлавсен авторӗсен, режиссерсен биографийӗсем. Наци библиотекин "Мерчен" музыка тӗпелӗнче ҫӗнӗ кӑларӑм хаклавӗ иртрӗ. "Энциклопедия музыкально-театрального искусства Чувашии" кӗнеке авторӗ - Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев.

Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче 500 экземплярпа пичетленнӗ. Ачаранах тӑван халӑх юрри-кӗввипе кӑсӑкланнӑ, ҫамрӑк чухне чӑваш музыка театрӗ мӗнле аталанса пынине сӑнанӑ Юрий Васильев. Ҫак пысӑк та яваплӑ ӗҫе пуҫӑннӑ чухне вӑл вун-вун ҫул ҫӳлӗксем ҫинче пухӑнса пынӑ алҫырӑвӗсене, ытти материала тӑван халӑх патне кӗнеке урлӑ илсе ҫитерни вырӑнлӑ та тӗрӗс пулнине тӗпе хунӑ. 

Словарьпе энциклопеди сахал мар, ҫавӑнпа автор чӑваш музыка театрӗ пирки уйрӑммӑн сӑмах хускатас тенӗ. Ку вӑл Оперӑпа балет театрӗн ӗҫӗ-хӗлӗ кӑна мар. Республикӑри ытти театрсен репертуарӗ те музыкӑллӑ спектакльсемпе пуяннине кура тулли тишкерӳ тунӑ Юрий Васильев. Уйрӑмах чӑвашла юрӑ-кӗвӗ хайлакансен пултарулӑх ҫул-йӗрне тӗпченӗ. Халӑх пӗлтӗр тесе кӗнекере куракан умне тухайман опера хайлавӗсем, музыкӑллӑ камитсем пирки те каласа кӑтартнӑ. 

860 ытла статьяран тӑракан кӑларӑма Михаил Кондратьев искусствовед та пысӑка хурса хакларӗ. "20-мӗш ӗмӗрӗн юлашки вунӑҫуллӑхӗсенче Чӑваш Енри драма театрӗсен репертуарне музыка камичӗ те, мюзиклӗ те, юмахӗ те, рок-опери те ӑнӑҫлӑн кӗрсе вырнаҫрӗ. Ҫавӑнпа та 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне чӑваш театр искусстви мӗн пур жанра ӗҫе кӗртнине пӗр иккӗленмесӗр калама пулать. Юрий Васильев ҫак аталанӑвӑн кашни тапхӑрне тата енне сӑнлама тӑрӑшнӑ", - палӑртрӗ вӑл. Энциклопедин ӑслӑлӑх редакторӗ, искусствоведени кандидачӗ, музыковед Любовь Бушуева, редакторӗ - Ольга Федорова ҫыравҫӑ, журналист. 

 

Алиса Александрова, Михаил Солин