Муркаш районӗнчи Ярапайкассинче наци проекчӗпе клуб туса пӗтереҫҫӗ 

2019-мӗш ҫултанпа ҫӗршывра "Культура" наци проекчӗ пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн культура учрежденисене ҫӗнетеҫҫӗ, кинозалсем уҫаҫҫӗ, ӳнер, музыка шкулӗсене кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтереҫҫӗ тата ытти те. Чӑваш Ен те ҫак проекта хастар хутшӑнать.

уркаш районӗнчи Ярапайкассинче кӗҫех ҫӗнӗ Культура ҫурчӗ алӑкне уҫӗ. Ӑна "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Укҫана федераци бюджетӗнчен уйӑрнӑ - пурӗ 33 миллион тенкӗ ытла. Ӗҫе строительсем кӑҫал ҫуркунне пуҫӑннӑ. Халӗ кунта стенасене тикӗслесе сӑрламалли, урайне плитка сармалли юлнӑ, ҫавӑн пекех Культура ҫурчӗн таврашне хӑтлӑх кӳмелле. Кашни кунах объектра 30 ытла ҫын тӑрӑшать. Кермен 150 вырӑнлӑ, кунта концерт-спектакльсем кӑтартмалли зал, кружоксем, ташӑ каҫӗсем ирттермелли, декорацисем упрамалли пӳлӗмсем пулаҫҫӗ. Библиотека валли те вырӑн ҫителӗклӗ. Культура ҫуртне хута ярассине ярапайкассисем чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Екатерина Фомина, Артур Галкин, Игорь Ульянов