Купӑс-баян калакан ҫамрӑксен Раҫҫейри конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ

Шупашкарти пӗрремӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче "Купӑс - манӑн чун" ятпа ҫӗршыв шайӗнчи конкурс иртрӗ. Кӑҫалхипе ӑна 15-мӗш хут йӗркелерӗҫ. Вӗсенчен 11-шне - Раҫҫей шайӗнче. 

Фестиваль хут купӑс, баян тата аккордеон калакансене пуҫтарчӗ. Пурӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвне ҫӗршывӑн 28 регионӗнчен заявка тӑратнӑ. Финала вара 7 ҫултан пуҫласа 23 ҫулчченхи 45 солист тата 20 ансамбль килсе ҫитнӗ. Вӗсем куракансене тӗрлӗ кӗвӗпе тыткӑнларӗҫ. Ытларах вара кӑҫалхи конкурсра вӑрҫӑ темипе ҫыхӑннӑ произведенисем янӑрарӗҫ. 

Фестивале ӳнер шкулӗсенче, музыка колледжӗсемпе аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче ӑсталӑхне туптакансем хутшӑнчӗҫ. Вӗсен пултарулӑхне сумлӑ тӳресем хакларӗҫ. Курма килнӗ хӑнасем вара ачасене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ. 

Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ - халӑх инструменчӗсемпе калама пӗлекенсен шутне ӳстересси, ачасен пултарулӑхне аталантарма пулӑшасси. Мала тухнисен йышӑнче Шупашкарти пӗрремӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче, халӑх инструменчӗсен "Эревет" ансамлӗнче ӑсталӑхне туптакансем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех Мари Элти, Тутарстанри, Чулхулапа Киров облаҫӗсенчи ачасем пӗрремӗш степенлӗ лауреат ятне тивӗҫрӗҫ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов