Куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫрӗҫ, пӗрле юрларӗҫ, сӑн ӳкерӗнчӗҫ

Чӑваш радио 95 ҫул тултарнӑ ятпа хӑйӗн итлекенӗсене кӗрекене пуҫтарчӗ. Концерт Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче иртрӗ.

Чӑваш радио тусӗсем уява йышлӑн пухӑнчӗҫ. Нумайӑшӗ ятарласа юратнӑ эфир ӑстисемпе курнӑҫас тесех килнӗ. "Сассинчен пурне те паллатпӑр, сӑнран та курас килет", - теҫҫӗ вӗсем. Кӑҫал шӑпах тӗл пулмалли сумлӑ сӑлтав тупӑннӑ. Чӑваш радио 95 ҫул тултарать. Сцена ҫинче - корреспондентсем, кӑларӑмсене ертсе пыракансем, вӗсене пулӑшакан сасӑ режиссёрӗсемпе инженерсем. Пурте вӗсем пӗр тӗллевпе - эфира кӑсӑк, пуян тӑвас, итлекен кӑмӑлне тивӗҫтерес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫуралнӑ кунпа саламлама эстрада артисчӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сцена ҫине тухрӗҫ. Радиопа туслӑ ҫыхӑну тытнӑшӑн юрӑҫсене концертра тав хучӗпе чысларӗҫ. Юбилей ҫулталӑкӗнче вара ҫакнашкал тӗл пулусем тата та пулӗҫ-ха. 

 

Екатерина Фомина, Михаил Солин