Кӗвӗ итлеме те, ӳкерчӗксемпе паллашма та пулать

Республикӑра "Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ - кӗмӗл ӑрӑва" ятпа ыркӑмӑллӑх проекчӗ пурнӑҫланать. Йӗркелӳҫӗсем пурӗ 15 концерт кӑтартма палӑртнӑ. Ҫак кунсенче куракансем Ульяна Самохина юрӑҫӑн пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ. 

Чӗрӗ сас кӑна, нимӗнле фонограмма та ҫук. Ульяна Самохина пӗр сехет классикӑлла хайлавсем шӑрантарчӗ. Кун пек пысӑк концерт ун пултарулӑх кун-ҫулӗнче пӗрремӗш хут. Вӑл Федор Павлов ячӗлле музыка училищине пӗтернӗ, халӗ Питӗрти Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторинче опера искусствин уйрӑмӗнче вӗренет. Пултаруллӑ хӗр тӑван хулапа ҫыхӑнӑва татмасть. Час-часах килсе ҫӳрет. Концертра пӗрремӗш ретре унӑн вӗрентекенӗсем ларчӗҫ. Вӗсенчен пӗри - Чӑваш халӑх артисчӗ Галина Пуклакова. Концерта музыка училищинче Ульянӑпа пӗрле вӗреннӗ ҫамрӑксем те хутшӑнчӗҫ. Куракансем пурне те хапӑлласа йышӑнчӗҫ. 

"Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ - кӗмӗл ӑрӑва" проектпа килӗшӳллӗн пурӗ 15 концерт лартма палӑртнӑ. 13-шӗ ӑнӑҫлӑ иртсе кайнӑ та ӗнтӗ. Черетлӗ концерт ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулӗ. Унта куракансем Павел Никоноров контрабасист пултарулӑхӗпе паллашма пултарӗҫ. 

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова