Историне документсенче упракансем

Шупашкарта архивсен ӗҫ-хӗлне халалласа регионсем хушшинчи наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх хальхи истори архивӗ 85 ҫул тултарнине халалланӑ.

1935-мӗш ҫулта парти докуменчӗсене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе уҫнӑ архив Чӑваш Енри патшалӑх докуменчӗсене упракан сумлӑ учреждени пулса тӑнӑ. Паян унта тӗрлӗ администраципе министерство, коммерциллӗ организацисемпе паллӑ ҫынсен уйрӑм фончӗсем упранаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 886 пин ытла пурлӑх. Вӗсене упраса тӗпчес ӗҫре 46 ҫын тӑрӑшать. Уявпа хальхи истори архивне тӗрлӗ министерствӑпа Чӑваш Енри ытти патшалӑх архивӗсем саламларӗҫ. Ҫавӑн пекех кӳршӗллӗ регионсенчи ҫӗнӗ самана архивӗсен ертӳҫисем хӑйсен ӑшӑ сӑмахӗсене каларӗҫ. 

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев