Ентешӗпе мӑнаҫланса палӑк лартрӗҫ

Чӑвашсен пӗрремӗш профессиллӗ художникӗ Алексей Кокель ҫуралнӑранпа кӑҫал 140 ҫул ҫитрӗ.

Ҫакна халалласа ун тӑван ялӗнче, Патӑрьел районӗнчи Турханта, чылай пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пуҫ иртет. Нумай пулмасть Алексей Кокель иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ ҫуртра музей уҫӑлчӗ. Ун ҫумӗнче вара халӗ палӑк ҫӗкленчӗ. Ӑна ҫак районтах ҫуралса ӳснӗ Лев Кураков академик пулӑшнипе тунӑ. Бюста Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Николай Кондрашкин скульптор калӑпланӑ. 

 

Алексей Енейкин, Виктор Чугаров