Елчӗкре Афалек Энтепе сӑвӑҫӑн асӑну каҫӗ иртрӗ

"Эп халӑх юнӗн чи вӗри тумламӗсенӗнчен пӗри" тенӗ Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Олег Андреев, литературӑра "Афалек Энтепе" хушма ят илнӗ сӑвӑҫ. Пурӑннӑ пулсан тӑван поэзире паллӑ йӗр хӑварнӑ лирик 75 ҫул тултармаллаччӗ. Елчӗкри тӗп библиотекӑра ӑна асӑнса литература каҫӗ иртрӗ.

Афалек Энтепе, Олег Фёдорович Андреев, ылтӑн кӗркунне, чӑваш ялӗнче пилеше техӗм кӗнӗ вӑхӑтра ҫут тӗнчене килнӗ. Юпа уйӑхӗнче, 70 тултарсан, пурнӑҫран уйрӑлчӗ. 5 ҫул каялла ҫавра ҫулне паллӑ тунӑ кун унпа Шупашкар паркӗнче калаҫса утни асрах-ха.

Мӗн пӗчӗкрен искусствӑпа литература енне туртӑннӑ Олег ултӑ ачаллӑ учитель ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Асли пулнӑран, кӗҫӗннисем тетӗшӗнчен пур енӗпе те тӗслӗх илнӗ. "Кӗтмен ҫӗртен ҫурма тӑлӑха юлсан, кил-йышри йывӑр тиев аннепе тете ҫине куҫрӗ" теҫҫӗ шӑллӗпе йӑмӑкӗ.

Ашшӗпе амӑшӗн ҫулне суйласа илнӗ ҫамрӑк университетра хими факультетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра чӑваш филологине алла илекен студентсемпе ҫывӑхланать, "Ҫилҫунат" литература пӗрлешӗвне иленсе каять. Унта ялта пӗрле ӳснӗ Любовь Фёдорова та, Василий Кервен ҫамрӑк сӑвӑҫ та пулнӑ. "Андреевсен кашни ачи ҫинчен уйрӑм роман ҫырма пулать", - тет халь Любовь Михайловна.

Университет хыҫҫӑн ҫамрӑк педагог, сӑвӑҫ пӗр хушӑ тӑван районти Аслӑ Пӑла Тимеш вӑтам шкулӗнче хими, Энтепере нимӗҫ чӗлхипе чӑваш литератури вӗрентнӗ. Ҫартан таврӑннӑ хыҫҫӑн Елчӗкре комсомолра, ашшӗ пек шкул директорӗнче ӗҫленӗ. Чулхулари партин аслӑ шкулне пӗтерсен ӑна парти райкомӗн секретарӗ пулма шаннӑ. Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗн хӳхӗм сӑввисем ҫав вӑхӑтранпах вулакансене хӑпартлантараҫҫӗ. 

Асӑну каҫне вырӑнти ансамблӗн юрӑҫисем те, шкул ачисем те килчӗҫ. Елчӗкр библиотекин литература тӗпелӗнче - Афалеке Энтепен тус-тантӑшӗсемпе ӗҫтешӗсем, ачисемпе мӑнукӗсем. Пурин те ун ҫинчен асилсе каламалли ӑшӑ сӑмах, илемлӗ асилӳ пур. Ҫыравҫӑсем "калама ҫук именчӗк те ҫемҫеччӗ, ытлашши сӑпайлӑхне пула пысӑк талантлӑ сӑвӑҫ хисеплӗ ятсӑр юлчӗ" теҫҫӗ.

Афалек Энтепе вырӑс поэчӗсенчен ытларах хӑй пекех ялтан тухнӑ Сергей Есенина кӑмӑлланӑ, чӑваш сӑвӑҫисенчен ӑна Петӗр Хусанкайпа Геннадий Айхин, Юрий Айташпа Алексей Аттилӑн сӑнарлӑ, романтикӑллӑ сӑввисем килӗшнӗ. Унӑн лирикине вӗсем те витӗм кӳнӗ-тӗр. Тетӗшӗн хайлавӗсене Александр шӑллӗ вырӑсла куҫарас ӗмӗтлӗ.

Марина Карягина, Олег Цыпленков