Ҫутлӑх ӗҫӗн сӳнми ҫути

Иван Яковлев Вӗрентекен ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнӗ май, Наци библиотекинче "Ҫутлӑх ӗҫӗн сӳнми ҫути" курав уҫӑлчӗ. Йӗркелӳҫӗсем Аслӑ педагог тӑван халӑх валли хӑварнӑ Халала тӗпе хунӑ. Яковлевӑн ӗҫ-хӗлне паянхи кун шайӗпе хаклама пуҫтарӑннисем Раҫҫей патшалӑх библиотеки панӑ документсемпе те кӑсӑкланса паллашрӗҫ. 

Иван Яковлевич Яковлев пек ҫынна самана сулнӑкӗнче чи телейлӗ халӑх кӑна ҫуратса ӳстерме пултарассӑн туйӑнать. Вӑл туса хӑварнӑ ӗҫсен калӑпӑшне, пӗлтерӗшне виҫсе хаклама ҫӗрҫуллӑх кӑна мар, ӗмӗрсем кирлӗ. Ҫӗнӗ ҫырулӑх йӗркелени, тапхӑрсерен методикӑпа дидактика тӗлӗшпе лайӑхлатса пынӑ пӗрремӗш букварь, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ, аслӑ литературӑпа ӳнере кӗме ҫул уҫса пани - кашни сӑмах хыҫӗнче этем пӗтӗм кунҫулне халалламалӑх пысӑк ӗҫ. Куравра эпир Вӗрентекенӗмӗрӗн культура еткерӗ, халӑхӑн ҫулкӑтартуҫи пулса тӑнӑ Халалӗн алҫырӑвӗсене те куратпӑр: юсаса ҫырни те, таси те пур. Пӗрне Алексей ывӑлӗ тӗрӗсленӗ. Документсене Раҫҫей патшалӑх библиотеки панӑ.

Куравра Иван Яковлев туса хӑварнӑ ӗҫсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен тӗпчевҫӗсем витӗмлӗн тухса калаҫрӗҫ. Наци библиотекин пуҫлӑхӗ Роза Лизакова ятарласа хатӗрленӗ кӗнеке пуххине Донбасс ачисем валли парса ярасси пирки пӗлтерчӗ. 

Марина Карягина, Олег Цыпленков