Ҫитес вӑхӑтра Станислав Юхтар кӗнеки кун ҫути курмалла

Юлашки ҫулсенче художниксем хӑйсен кӗнекисене хатӗрлесе кӑларни литературӑри хӑйне евӗр палӑрӑм пулса тӑчӗ. Вулаканӑн Анатолий Миттов, Владимир Агеев, Юрий Матросов, Анатолий Рыбкин, Георгий Фомиряков паллӑ чӑваш ӳнерҫисен хӑйне евӗр шухӑшлавӗпе паллашма май пулчӗ.

Станислав Юхтар хӑй ҫуралса ӳснӗ ялта, Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫутра пурӑнать. Ирех тӑрса сывлӑм типиччен утӑ ҫулать, вӑранакан хӗвел ҫутинчи тӗссен вылявне пир ҫине куҫарма васкать. Хресченӗн пӗр ӗҫӗ те ют мар уншӑн, унран та ытларах - ӳнерҫӗ, вырӑнти депутат пулнӑ май, ял ҫыннин кулленхи пурнӑҫне ҫӑмӑллатассишӗн вӑй хума та вӑхӑт ҫитерет. Тӑван ялта, ҫут ҫанталӑка ҫывӑх пурӑнни художника йӑхӗн тымарӗсене туйма, ачалӑхне асра тытма пулӑшать пулас.

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев