Чӑвашсен гуманитари ӑслӑлӑхне тата илемлӗ литературине пуҫарса янӑ Спиридон Михайлов (Янтуш) ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитрӗ

Сумлӑ историке, географа, фольклориста халалласа вӑл ҫуралса ӳснӗ ялта, Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫӗнче, регионсем хушшинчи наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ.

"Чӑваш Ломоносовӗ" теҫҫӗ Спиридон Михайлов-Янтуш пирки. 200 ҫул каялла Чикме (Козьмодемьянск) уездне, хальхи Муркаш районне кӗрекен Юнкӑпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ хресчен ачи Козмодемьянск купсин ҫемйинче вырӑс ҫырулӑхне вӗреннӗскер, 1851-мӗш ҫултан пуҫласа этнографи, истори, географи темипе тӗпчевсем, каярах илемлӗ хайлавсем ҫырнӑ, 50 ытла ӗҫӗнчен 34-шӗ пысӑк хуласенче пичетленсе тухнӑ. 21-мӗш ӗмӗрте те паян каланӑ пек пӗлтерӗшлӗ шухӑшсем ҫырса хӑварнӑ калавҫа, Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен пӗрремӗш таврапӗлӳҫе, Раҫҫей географи пӗрлӗхӗн ӗҫтешне пуҫ тайса, ялта ун ячӗпе лартнӑ палӑк умне чечек хучӗҫ. Мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн сӑнарне халӑх асӗнче пурӑнтарас тесе, Шупашкарти тата Козьмодемьянскри урамсене ун ятне панӑ, Юнкӑпуҫ шкулӗ те 55 ҫул ӗнтӗ Спиридон Михайлов ячӗпе хисепленет. 2006-мӗш ҫулта ялти культурӑпа пӗлӗвӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче музей та уҫнӑ. 

"Манӑн мӗнпур шухӑш - хама ҫуратса ӳстернӗ халӑха пӗлӳлӗх енне туртасси, ҫитет вӗсене тӗттӗмлехре пурӑнса" тесе ҫырнӑ Спиридон Михайлов. "Халӑх ӗҫне пӗр ҫын тӑваймасть" тени те паянхи куншӑн та вырӑнлӑ. Музейра - 1859-мӗш ҫулта ӑсчаха вырӑс географи обществин кӗмӗл медалӗпе чысланӑ саманта сӑнарланӑ ӳкерчӗк. Кунта Янтушӑн кӗнекисемпе статйисем, ун ҫинчен ҫырнӑ тӗпчевсем те пур.

Спиридон Михайлов 19-мӗш ӗмӗрте тӗпченӗ вирьял фольклорӗ - паянхи халӑх ансамблӗсен пултарулӑхӗнче. Уявра вӑл сцена ҫинчен те янӑрарӗ.

Марина Карягина, Олег Цыпленков