Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 98-мӗш пултарулӑх сезонне пуҫларӗ 

Икӗ сехете пынӑ чаплӑ концерт чӑваш музыкипе кӑсӑкланакансемшӗн чӑннипех те пысӑк уяв пулчӗ.

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ кӑҫал пӗр харӑс темиҫе юбилей паллӑ тӑвать. Александр Ангаров хореограф ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ, паллӑ музыкҫӑ, чӑваш баянисчӗ Валентин Сизов та пурӑннӑ пулсан ҫак ҫавра ҫула ҫитетчӗ. Вӗсем иккӗшӗ килӗштерсе ӗҫлени хальхи концерт программинче те лайӑх палӑрчӗ. Ансамбль ушкӑнӗ професси тӗлӗшӗнчен ҫителӗклӗ шайра. Темиҫе сасӑллӑ хор та таса янрать, ташӑ ушкӑнӗнче ҫамрӑксем йышлӑ. Вӗсен ӑсталӑхӗ паянхи халӑх хореографи ыйтӑвӗсене пур енӗпе те тивӗҫтерет. 

Александр Осипов, Вадим Владимиров