Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль сцена ҫине тухрӗ

Нажиб Асанбаевӑн пьесипе Борис Манджиев лартнӑ "Аманнӑ шӑпа" - пӗр салтак кун-ҫулӗ ҫинчен чӗрене тивмелле каласа кӑтартакан хайлав. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшманпа паттӑррӑн кӗрешнӗ тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ ҫинчен ҫамрӑк ӑрӑва каласа пани паян уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

"Аманнӑ шӑпа" - Борис Манджиевӑн пирӗн академи драма театрӗнчи пирвайхи спектаклӗ. Раҫҫейӗпех паллӑ калмӑк режиссёрӗ ку хайлава пӗрремӗш хут лартмасть иккен, анчах хальхинче, ҫӗршыври лару-тӑрӑва шута илсе, улшӑнусем те кӗртнӗ. Залра пушӑ вырӑн ҫук. Спектакле килни - "Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" патриотла акцие хутшӑнни, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшни. Ҫакӑ куракансемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. 

Спектакль сюжечӗ Алман Чувашов вӑрҫӑ ветеранӗн асилӗвӗ тӑрӑх аталанать. Вӑл ӳссе ҫитнӗ ҫӗре ҫӗршыва фашистсем тапӑнса кӗнӗ. Алман сӑнарӗнче - Николай Сергеев республикӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Пӗчченлӗхре хӑйпе хӑй калаҫакан ватӑ ветерана вӑрҫӑ вутӗнчи  пӗрремӗш юратӑвӗ, чыспа тивӗҫ ыйтӑвӗсем канӑҫсӑрлантараҫҫӗ, куҫӗ умне тусӗсем чӗрӗлсе тухаҫҫӗ.

Спектакльте тискер вӑрҫа этем пурнӑҫӗн пӗр сыпӑкӗ пек сӑнарланӑ. Ҫав ӑрӑва шӑпи вӑрҫӑ вутне кӗме пӳрнӗ. Тӗрлӗ лару-тӑру салтаксемшӗн - тӗрӗслев, кунта ҫыннӑн чӑн сӑн-сӑпачӗ яр уҫҫӑн курӑнать. Куракан хӑйне салтаксен вырӑнне лартать, юратать, иккӗленет, тавлашать - асатте-асаннесем мӗн тӳснине пӗтӗм чунӗпе-ӳчӗпе туйса илет.

Республика ертӳҫи Ҫӗршывӑн паттӑрӗсем алла пӑшал тытса тӑван ҫӗре хӳтӗленӗ чухне ҫакӑн пек халӑха пӗрлештерекен культура марафонӗсем ирттерме малашне те пулӑшса пыма шантарчӗ.

Марина Карягина, Николай Марков, Олег Цыпленков