Чӑваш наци конгресӗн пуҫарӑвӗпе республикӑра 24-мӗш хут "Кӗмӗл сасӑ" фестиваль иртрӗ

Кӑҫал вӑл Ухсай Якковӗ ячӗллӗ керменте 6 регионти пултаруллӑ чӑваш ҫамрӑкӗсене пухрӗ. 

Ҫак яш-кӗрӗмре - чӑваш эстрадин пуласлӑхӗ. Тӑван чӗлхене вӗсем тӗрлӗ регионти сценӑсем ҫинче янратаҫҫӗ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе Чӑваш Ен, Пушкӑрт, Чӗмпӗр, Тюмень, Оренбург тата ытти тӑрӑхра пурӑнакансене савӑнтараҫҫӗ. Пӗтӗмпе фестивале 12 солистпа 4 ансамбль хутшӑнчӗ. Сцена ҫинче халӑх юррисем, паллӑ авторсен хайлавӗсем шӑранчӗҫ. Ҫамрӑксем ытларах тӑванлӑхпа патриотизм темине суйланӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртасси тӳресемшӗн ҫӑмӑл пулмарӗ. Ҫавах та, сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн пайташсем пӗр шухӑшлӑ пулса тивӗҫлӗ пӗтӗмлетӳ турӗҫ. Уйрӑм юрлакансен йышӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ята Элӗк тӑрӑхӗнчи Зоя Семенова, ансамбльсем хушшинче Тӑвай тӑрӑхӗнчи "Асамлӑх" ушкӑн ҫӗнсе илчӗҫ. Лауреатсен йышӗнче вара Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен килнӗ Полина Серебряковапа Канаш тӑрӑхӗнчи Юлия Васильевана палӑртрӗҫ. 

Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе вице-президенчӗсем хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. "Чи ҫепӗҫ саслӑ юрӑҫ" Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчен килнӗ Мария Кудряшова, "Куракансем кӑмӑлланӑ юрӑҫ" Канашри Ангелина Антонова, "Хӑйне евӗр ӑста юрлакан" Йӗпреҫ енчи София Александрова пулчӗҫ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн парнине те Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчен килнӗ пике Юлия Васильева тивӗҫрӗ. Пӗрлешӳ ҫумӗнчи ҫамрӑксен "Хастар" ушкӑнӗн парнипе Тюмень облаҫӗнчи чӑваш шӑпчӑкне Мария Мироненкона чысларӗҫ. Фестивалӗн тӗп парнине вара - Гран-прие Куславкка хӗрӗ Дарья Маранькова тивӗҫрӗ. 

Алексей Енейкин, Олег Цыпленков