Чӑваш Енре пӗрремӗш хут ача-пӑча фольклориади иртрӗ

Раҫҫейре халиччен кун пекки пулман. Ача-пӑча фольклориадине 76 регионти 1100 ытла ҫамрӑк хутшӑнчӗ. Вӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи халӑх культурипе пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. 

Фольклориада халӑх тумӗсем тӑхӑннӑ ачасем Шупашкар урамӗсем тӑрӑх утса тухнинчен пуҫланчӗ. 70 ытла регион хӑнисене курма пулчӗ унта: чӑвашсем, вырӑссем, тутарсем, марисемпе удмуртсем тата ыттисем те пӗр колоннӑра пычӗҫ. Вӗсем куракансене тӗрлӗ чӗлхепе саламларӗҫ. Пухӑннисенчен ытларахӑшӗ мӗн пӗчӗкрен халӑх культурине тӗпчет, юрри-ташшине те манмасть. Ҫакӑ вӗсене пӗрлештерет те. Хӗрлӗ Тӳреме пухӑннисене Раҫҫей Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров видеосалам ҫитерчӗ. Фольклориадӑна хутшӑнакансем 3 кун хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтарчӗҫ. Ҫамрӑк артистсем Шупашкарта кӑна мар, Ҫӗнӗ Шупашкарта та пулса курчӗҫ. Шӑматкун вӗсемшӗн фестиваль программинчи чи паллӑ самант пулчӗ - вӗсем "Халӑхсен туслӑхӗ" вӑйӑ картине тӑчӗҫ. 

Надежда Александрова, Димитрий Макаров, Михаил Солин, Андрей Шоклев