Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премин кӑҫалхи лауреачӗсем палӑрнӑ

Поэт фончӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ ятарлӑ комисси ӑна хальхинче Антонина Андреевӑпа Алексей Енейкина пама йышӑннӑ. 

Антонина Андреева 2003-мӗш ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишшин Шупашкарти музейӗн ертӳҫи пулса ӗҫлет - вӑл Наци музейӗн йышне кӗрет. Сӑвӑҫӑмӑр ячӗллӗ Халӑхсем хушшинчи премие Антонина Васильевна Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне тӗпчес, ӑна халӑх хушшине сарас тӗлӗшпе нумай вӑй хунӑшӑн тата музей ертӳҫи пулса нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн, общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн тивӗҫнӗ. 

Республикӑри Валерий Туркай Чӑваш халӑх поэчӗ ертсе пыракан Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ ҫавӑн пекех пирӗн ӗҫтеше, Алексей Енейкин корреспондента, ҫак премипе чыслама йышӑннӑ. "Чӑвашкино" Патшалӑх киностудийӗпе пӗрле сценари авторӗ тата режиссер пулса "Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне" документлӑ фильм хатӗрленӗ журналист хӑйӗн тӗпчев евӗр ӳкернӗ ӗҫӗнче Ҫеҫпӗл Мишши хӑй ҫине алӑ хума пултарайман тесе ҫирӗплетесшӗн. Чыслава вилӗмсӗр поэтӑмӑр ҫуралнӑ кун, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Наци библиотекинче ирттерме палӑртнӑ.

Марина Карягина