"Ҫеҫпӗл" кинотеатрта "Ах, качча каяс килет" фильма пахаларӗҫ

Сценари авторӗ тата режиссерӗ - Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Виктор Петров. Ку вӑл унӑн виҫҫӗмӗш ӗҫӗ. 

Виктор Петров сценарие чӑн пурнӑҫа тӗпе хурса ҫырнӑ. Фильмра паянхи ял пурнӑҫне сӑнланӑ. Унта пулса иртекен кулӑшла пӑтӑрмахсем ҫамрӑксем тавра аталанса пыраҫҫӗ. Яланхи пекех юрату, ҫемье ыйтӑвӗсене ҫӗкленӗ автор. Хӗрсем лайӑх пурнӑҫ шыраса ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитеҫҫӗ, телейӗ юнашарах ҫӳренине вара кайран тек ӑнланаҫҫӗ.

Фильма Чантӑрта ӳкернӗ. Шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме режиссер ялта пурӑнакансене те явӑҫтарнӑ. Кам мӗнпе пултарнӑ пулӑшнӑ. Массӑлла сценӑсене вара вырӑнти фольклор ушкӑнӗ хутшӑннӑ. 

Икӗ сехет ытла пыракан фильма куракансем ӑшшӑн йышӑнчӗҫ. Кӗркунне вара режиссер тата тепӗр ҫӗнӗ ӗҫ халӑх умне кӑларма хатӗрлет. Пысӑк экран ҫине "Сана пула тамаша" фильм тухмалла. 

Леонид Петров