Ҫамрӑксен театрӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗн паттӑрӗсене халалланӑ премьерӑна хаклама сӗнеҫҫӗ

Хальхи салтаксен паттӑрлӑхне халалласа Александр Пӑртта драми тӑрӑх "Юнпа пӗвеннӗ хӗвел" спектакль сцена ҫине кӑларчӗҫ. Ӑна "Культурная среда" проектпа килӗшӳллӗн Республика Пуҫлӑхӗн гранчӗпе лартнӑ. 

Спектакльте чӑваш каччин Романӑн пурнӑҫне ҫутатнӑ. Вӑл ниме пӑхмасӑрах чӗри хушнипе Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме тухса каять. Ялта ӑна юратнӑ хӗрӗ Эльза, ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем, юлташӗсем кӗтеҫҫӗ. 

Роман сӑнарӗ урлӑ паттӑр та мӑнаҫлӑ, малалла, мирлӗ пурнӑҫ патне талпӑнакан салтаксен шӑпине куратӑн. Вӗсем ниме пӑхмасӑр мӗн вӗҫне ҫити тӑма хатӗр тата тӗрӗс ҫул суйласа илни пирки пӗртте иккӗленмеҫҫӗ. Геройӑн историйӗ хӗрелсе тухакан хӗвел пек Тӑван ҫӗршыва, тӑван тӑрӑха чун-чӗрепе юратнин символӗ пулса тӑрать. 

Пьесӑна Александр Пӑртта 2 ҫул каялла ҫырнӑ. Тинех ӑна Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем тӑрӑшнипе куракансем умне ҫитерчӗҫ. Спектакль ятарлӑ ҫар операци темине уҫса паракан постановкӑсенчен пӗри пуласса шанать автор. 

Театр фойинче ятарлӑ ҫар опрерацине хутшӑннӑ Дмитрий Михеевӑн ӳкерчӗкӗсен куравне йӗркеленӗ. Вӗсене вӑл фронтра йывӑр ҫапӑҫусем хыҫҫӑн блиндажра ӳкернӗ. Ҫакӑ ӑна чунри ыратӑвне лӑплантарма пулӑшнӑ. "Юнпа пӗвеннӗ хӗвел" спектакле вара тепӗр хут паян 13 сехетре курма пулать.

Оксана Верликова, Надежда Андреева, Святослав Петров