Ҫамрӑк дизайнер "Хитре" ятпа куллен тӑхӑнмалли тум-тир ӑсталать

Хамӑр халӑх тӗрри-эрешӗпе илемлетнӗ ҫи-пуҫ ҫамрӑксене те килӗшет, аслисен чунӗнче те ырӑ туйӑм ҫуратать. Ҫакна этнотум хатӗрлекен ҫамрӑк дизайнер Екатерина Малинина та ӑнланса илнӗ. Чӑваш тӗррин музейӗнче вӑл шутласа тупнӑ "Хитре" брендпа ҫӗленӗ япаласен пӗрремӗш куравӗ уҫӑлчӗ. 

3 ҫул каялла пуҫа кӗнӗ шухӑшран курав таран ҫитме чылай тӑрӑшмалла пулнӑ ӑстан. Хӑйӗн ӗҫне чунпа тӑвакан ҫӗвӗҫе тупасси хӑех пӗр пысӑк ӗҫ. Апла пулин те "Хитре" бренд чӑвашсене кирлех пулнине туйса алӑ усман Екатерина. "Ҫӗвӗ ӗҫӗ - пирӗн йӑхра ӑруран-ӑрӑва куҫакан ӑсталӑх", - тет дизайнерӑн амӑшӗ.

Тум ҫӗлеме паха материал тупни, унӑн дизайнне шутласа кӑларни кӑна ҫителӗксӗр. Ӗҫе чӑвашлӑхпа ҫыхӑнтарма шутланӑ пулсан халӑх историне, йӑлисене, капӑрлӑх хатӗрӗсене, литературине пӗлмелле. Екатерина Малинина та пӗрмай вуласа, тӗпчесе, тишкерсе тавракурӑмне анлӑлатать. Хӑйӗн лавккине чӑваш сӗмӗллӗ ҫи-пуҫ туянма пыракансене паллӑсен, эрешсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса парать. Кӗпе е ытти тум кӗлетке ҫинче те, кӑмӑл-туйӑмпа та, чӑваш йӗркисем тӑрӑх та килӗшӳллӗ пултӑр тесе тӑрӑшать. "Качча кайнӑ хӗре тухья сӑнланнӑ япала тыттарса ямастӑпах, кӗскӗ эрешӗллӗ тума арҫынсене сӗнместӗп", - тет Екатерина Малинина. Несӗлӗсенчен куҫнӑ туртӑмпа хавхаланса тӗрлӗ тум шутласа кӑларассине хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутлать вӑл. 

Екатерина Малининан ӑста ӗҫӗсемпе Федераци Канашӗнчи куравра та паллашнӑ, Мускавра иртнӗ Акатуйра унӑн таварне самантрах илсе пӗтернӗ. Аякри чӑвашсем, чикӗ леш енчи йӑхташсем те тӗрлӗ ҫи-пуҫ ярса пама ыйтаҫҫӗ. 

Чӑваш тӗррин музейӗнче уҫӑлнӑ "Хитре" бренд куравне юпа уйӑхӗччен ҫитсе курма май пур. 

 

Алиса Александрова, Святослав Петров