Темиҫе кунра фестивале 200 пине яхӑн ҫын ҫитсе курнӑ. "Китап-Байрам" пынӑ хушӑра авторсемпе тӗлпулусем, ӑсталӑх урокӗсем иртнӗ, спектакльсем лартнӑ. Кӑҫал ярмӑркка хӑйне евӗрлӗ рекордпа палӑрнӑ, унта 26 регионтан тата чикӗ леш енчи 4 ҫӗршывран килнӗ 270 издательство, кӗнекепе суту-илӳ тӑвакан пӗрлешӳ хутшӑннӑ. 3 кунра 30 пине яхӑн кӗнеке хӑйӗн хуҫине тупнӑ. Чӑваш кӗнеке издательстви те тӗнчипе паллӑ авторсен паха хайлавӗсемпе ҫитнӗ уява.
Алиса Александрова