100 ытла коллектив хушшинче - чи вӑйли

Пирӗн студентсем Краснодар тӑрӑхӗнчен ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Унта иртнӗ Раҫҫейри ташӑ проектӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн ушкӑнӗ чи лайӑххи пулса тӑнӑ. Хӗрсемпе каччӑсем 150 командӑпа тупӑшса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. 

Ташӑ ушкӑнӗ кашни кун репетицисем ирттерет. Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче пултарулӑха аталантарма майсем ҫителӗклӗ. Ушкӑнри 10 ҫамрӑк кунта куллен пуҫтарӑнать. Ҫӗнтерӳ патне ушкӑн йӗркеленнӗренпех талпӑнма пуҫланӑ. Пӗлтӗр те Раҫҫейри проект валли пӗр номер хатӗрленӗ. Анчах та вӑл вӑйсӑртарах пулнипе малти вырӑн йышӑнайман. Кӑҫал вара тӳресене "Ҫамрӑклӑх" ташӑпа тыткӑнланӑ. Унта "кантемп" "хип-хоп" стильсемпе усӑ курнӑ. Номерте кашни ташӑҫ туйӑмне кӑтартма тӑрӑшнӑ.

Надежда Александрова, Михаил Солин