"Лидер" компани Шупашкарта хӑпартма пуҫланӑ ҫуртсене "СМУ-13" туса пӗтерӗ

Кун пирки пая кӗрсе ҫурт тӑвакансен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен ушкӑн ларӑвӗнче пӗлтерчӗҫ. Ӑна Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ирттерчӗ. 

Ҫурт тума пая кӗнисен умӗнчи тивӗҫне вӑхӑтра пурнӑҫлайман "Лидер" компани ӗҫне Правительство шайӗнче пӗрре мар сӳтсе явнӑ. Чарӑнса ларнӑ стройкӑна хӑй вӑйӗпе вӗҫлейменнине кура ҫӗнӗ инвестор шырама тивнӗ. Тӑватӑ ҫурта туса пӗтермелле пулать унӑн. - Ҫакна тума эпир хатӗр, - терӗ "СМУ-13" пӗрлешӳ директорӗн советникӗ Николай Немыкин. Паянхи кун пин те 57 ҫын хваттер уҫҫи илессе кӗтет. Сӑмахран, "Кувшинка" микрорайонти виҫҫӗмӗш позицие - 25 хутлӑ ҫурта - "Лидерӑн" 2020-мӗш ҫулти ҫӗртме уйӑхӗнче хута ямалла пулнӑ. Канашлура объектсене туса пӗтермелли ҫӗнӗ вӑхӑта палӑртрӗҫ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак тӑватӑ ҫурта туса пӗтерсен, республикӑра пая кӗрсе улталаннисен ыйтӑвӗ татӑлать. Аса илтеретӗп, "Лидер" компани хӑпартма пуҫланӑ ҫуртсене 2021-мӗш ҫулта хута яман объектсен реестрне кӗртнӗ. Унӑн ертӳҫисем тӗлӗшпе вара уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна Калинин район сучӗ пӑхса тухать. "СМУ-13" пӗрлешӳпе ҫитес кунсенче инвестици проектне пурнӑҫа кӗртес пирки килӗшӳ тумалла. Республикӑн строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Максимов пӗлтернӗ тӑрӑх, инвестора 8 ытла гектар лаптӑк ҫӗрпе тивӗҫтерӗҫ. Унта 5 ҫул хушшинче 97 пин тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр тумалла. Пая кӗрсе улталаннисене пулӑшас тӗллевпе ҫакӑн пек меслете республикӑра унччен те усӑ курнӑ. 

Тӗслӗхрен, 2022-мӗш ҫулта панкрута тухнӑ "Оргтехстрой" компани пуҫланӑ ӗҫе урӑх пӗрлешӳ вӗҫленӗ. Ҫакӑншӑн ӑна аукцион ирттермесӗр ҫӗр лаптӑкӗ панӑ. Ҫапла майпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Строительсен урамӗнчи ҫуртра хваттер туяннӑ 93 ҫын правине хӳтӗленӗ. 

Екатерина Фомина, Борис Андреев