Раҫҫей промышленноҫпа суту-илӳ министрӗн Денис Мантуровӑн Чӑваш Енри ӗҫлӗ ҫӳревӗ тухӑҫлӑ пулнӑ

Республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулнӑ май, хамӑр тӑрӑхра пӗчӗк тата вӑтам хӑватлӑ ял хуҫалӑх тракторӗсем кӑларассине сӳтсе яврӗ, тӗрлӗ предприятие ҫитсе курчӗ.

Аса илтеретӗп, инвестици килӗшӗвне Екатеринбургри "Иннопром" курав вӑхӑтӗнче ҫирӗплетнӗ. Документсенче Денис Мантуров министр, регион пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Шупашкар хула администрацийӗн ертӳҫи Алексей Ладыков, "Трактор завочӗсем" концернӑн тӗп директорӗ Андрей Водопьянов алӑ пуснӑ. Ҫулталӑкра Чӑваш Енре 8 пин машин таран кӑлармалла. Денис Мантуров Шупашкарти ҫӗнелнӗ троллейбус паркне те пӑхса ҫаврӑнчӗ. Министра 60 ҫул каялла пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ транспортпа пӗрлех ҫӗнӗ йышши техникӑна та кӑтартрӗҫ. Троллейбуссене ҫӗршыв бюджетӗнчен уйӑрнӑ миллиард ытла тенкӗ субсидипе туяннӑ. Нумай пумасть республикӑна килнӗ тепӗр транспорт - "Валдай" кимӗ.

Алиса Александрова, Татьяна Самсонова, Елена Михайлова, Вадим Владимиров