Шупашкарта ҫулсерен кайӑк кӑвакалсен йышшӗ ӳссе пырать

Чи кӑсӑкли, вӗсем хӗл каҫма та кунтах юлаҫҫӗ. Кӑҫал шавлӑ йыша юханшыв портӗнче ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те сӑнама пулать. Вӑл шутра шыв ҫук ҫӗртре - хула варринче. 

Юханшыв порчӗпе юнашарти кӳлленчӗкре кӑвакалсем йышлӑ. Кунта шартлама сивӗре те шыв шӑнса лармасть. Ҫакӑ илӗртет те вӗсене. Хула ҫыннисем кайӑксемпе киленме час-часах килеҫҫӗ. Чылайӗшӗ вӗсене ку таранччен ҫывӑхран курман. Шыв кайӑкӗсем унччен те кӳлемӗшре пӗрре мар хӗл каҫнӑ. Анчах та иртнӗ ҫулсенче вӗсен шучӗ Шупашкарта та, пӗтӗмӗшле Чӑваш Енре те самай ӳснӗ. 

Кайӑк кӑвакала сивӗ хӑратмасть. Чи кирли - ишмелли вырӑн пултӑр. Юлашки вӑхӑтра вӗсем хӑйсене хӑйнеевӗрлӗ тытма пуҫланӑ. Кӑҫал, тӗслӗхрен, хӑшӗ-пӗри тӗп хулари Афанасьев урамне иленнӗ. Ахаль чухне кунта кӑвакарчӑнсем апатланаҫҫӗ. Шӑпах вӗсем пек тытма пуҫланӑ та хӑйсене шыв кайӑкӗсем. 

Кунта ҫынсен айӗпӗ те пур. Чылайӑшӗ кӑвакалсене апатлантарса вӑхӑта савӑнҫлӑ ирттереҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара вӗсем хӑйсем валли хӑйсемех апат тупма пултараҫҫӗ. 

Вероника Павлова, Андрей Шоклев