Ҫулталӑкӗпех кӗтнӗ уяв

Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче йӑлана кӗнӗ "Раштав ҫути" фестиваль пирвайхи хут Раҫҫей шайӗнче иртрӗ. Тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ ачасем ҫак уява ҫулталӑкӗпех кӗтеҫҫӗ тесен те юрать. Вӗсем ырӑ та илемлӗ юмахсем лартаҫҫӗ, юрӑсем вӗренеҫҫӗ, раштав сӑввисем хатӗрлеҫҫӗ.

Алиса Александрова, Владимир Синдеев