ГТРК Чувашия / «Чăваш музыка литератури» вĕренÿ кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ
Версия сайта для слабовидящих

22 ноября 2019 00:40   -9°   $63.84 €70.70

30.05.2017 23:57

«Чăваш музыка литератури» вĕренÿ кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ

Наци библиотекинче пулнă уява шкул ачисем, культура деятелĕсем, музыкçăсемпе вĕрентекенсем пухăнчĕç.

Александр Осипов, Виктор Степанов

Музыка литературине пулас музыкçăсем шкулта вĕренеççĕ. Вырăс тата чикĕ леш енчи кĕвĕ культурипе паллаштаракан учебниксем пулнă-ха, чăваш музыкине вара кам мĕнле пултарать, çавăн пек кăна вĕренткеленĕ. Гуманитари институтĕнчи ăсчахсемпе музыка училищинче вĕрентекенсем пĕрле пухăнса чăваш музыкин историне вĕрентекен кĕнекен пĕрремĕш пайне хатĕрлесе кăларнă. Унта тăван халăх юррисемпе йăли çинчен ача-пăча ăнланмалла çырса кăтартнă. Учебникпе пĕрле фонохрестомати те пур. Темăсене уçса паракан тĕслĕхсене вырнаçтарнă. Вĕренӳ хатĕрĕн авторĕ Любовь Бушуева музыковед хăйне пулăшакансене: уйрăмах наука редакторне Михаил Кондратьева, хрестомати хатĕрлекен Светлана Макарова музыковеда чунтан саламларĕ. «Культура историйĕнчи чăннипех пысăк пулăм республикăмăрти вĕренӳ, культура тата информаци министерствисем пĕрле тачă ĕçленипе пулчĕ», - терĕ хăйĕн сăмахĕнче Светлана Макарова. Вĕренӳ министрĕ Юрий Исаев кĕнеке хатĕрлекенсене саламланă май: «Кун евĕр япала ачасене кăна мар, хăйне хăй вĕренсе ăслă çын пулакансене те питĕ усăллă», - терĕ. Культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов: «Мĕн тери тата хăçантанпа кĕтнĕ эпир кун пек кĕнекене, культурăллă халăхăн ун евĕр япаласем пулмаллах», - тесе палăртрĕ. Кĕнеке хаклавĕ уяв пекех иртрĕ. Шкул ачисемпе студентсем, музыка училищинче вĕрентекенсем унта тĕпченĕ хайлавсене шăрантарчĕç. Чăваш ташшисемпе Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче вĕренекен ăстасем паллаштарчĕç. Педуниверситетăн «Юрай» ансамблĕ чăваш фольклорĕн чи илемлĕ тĕслĕхĕсене янратрĕ. Любовь Бушуева автор: «Кун евĕр кĕнекене республикăмăрта пĕрремĕш хут кăларатпăр. Маншăн çак ĕçе хутшăнни пысăк чыс. Фёдор Павлов хăй вăхăтĕнче музыкăна пулас ăрăва харпăр хăй халăхĕн чаплă тĕслĕхĕсенчен пуçласа вĕрентмелле, каярах вара тĕнче музыкине куçма çăмăл пулать, тесе тĕрĕс каланă. Тĕп тĕллев вара çамрăксен чунĕсене музыкăпа пĕрле этика, мораль, халăх эткерне çитерсе хăварасси», - терĕ.