ГТРК Чувашия / Лабиринтсенче çул шырарĕç, тĕрлĕ улах ларчĕç
Версия сайта для слабовидящих

22 ноября 2019 00:56   -9°   $63.84 €70.70

24.04.2017 19:10

Лабиринтсенче çул шырарĕç, тĕрлĕ улах ларчĕç

Библиотекăра ГТО нормисене пурнăçларĕç. Паллах, çакă вулавăшра 3 çухрăм чупнине, турник çинче туртăннине пĕлтермест. Çĕнĕлĕх Наци библиотекинче иртнĕ «Библиокаç» акцин пĕр пайĕ пулчĕ. Унта хутшăнакансем хăвăрт вулассипе иртекен чемпионатра вăй виçрĕç, тĕрлĕ лаптăкпа паллашрĕç, управăшсенче пулса курчĕç.

Леонид Петров, Ирина Ромадова, Михаил Солин

Ытти чух библиотекăра шавлама, чупма юрамасть пулсан, «Библиокаçра» йăлана кĕнĕ йĕркене пăрахăçларĕç. Вулав çуртĕнче иртнĕ ăмăртура ушкăнсем тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçласа тупăшрĕç. Çавна май лабиринтсенче çул шырама, библиотекăн пусма картлашкисемпе çÿлелле-аялалла чупма тиврĕ.

Вулакансене кăсăклантарас тесе çулсерен хăнăхтарусене çĕнетсех тăраççĕ. Иртнĕ çул уяв каçне пин те 500 ытла çын килнĕ. Кăçал вара кĕтмен çĕртен юр çуса лартнăран, акцие йĕркелекенсем çын сахал пуласран хăранă. Çавах та халăх пĕлтĕрхинчен кая мар пуçтарăннă.

- Кунта тĕрлĕ тĕл пулу, улах иртет. Вĕсем Ача-пăчаран пуçласа ваттисем таранах кăсăклă пулĕç, - тет «Библиокаç -2017» акцие йĕркелекен Надежда Егорова.

Хăнасем ăс-тăн енĕпе, сăмах йĕтрине ывăтассипе тупăшрĕç. Пурĕ 20 лаптăк йышăнчĕ вĕсене.

„Мĕн? Ăçта? Хăçан?“ турнирта 25 команда пулчĕ. Ăмăртăва хутшăнакансем уяв каçĕчченех интернетра регистрациленсе хатĕрленме тытăннă. Каçра кĕнекесен управăшĕнче экскурси иртрĕ. Куракансем мобиллĕ çÿлĕксемпе, кĕнеке куçармалли телелифтсемпе паллашрĕç. Акцие пĕрремĕш хут муниципалитетăн оркестрĕ хутшăнчĕ.