Çĕрпу районĕнчи Михайловкăра çĕнĕ Культура çурчĕ туса лартнă / ГТРК Чувашия
Версия сайта для слабовидящих

7 декабря 2019 10:24   0°   $63.72 €70.76

30.03.2017 19:16

Çĕрпу районĕнчи Михайловкăра çĕнĕ Культура çурчĕ туса лартнă

Çитес çулсенче Чăваш Енри чылай культура çуртне юсаса çĕнетмелле. Ку тĕллевпе федераци тата республика хыснисенчен нихçанхинчен ытла укçа уйăрнă. Проекта «Единая Россия» парти пуçарнă.

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов

Çĕрпу районĕнчи Михайловкăра пурăнакансем иртнĕ çулччен уявсене çак юхăннă клубра ирттернĕ. Çĕрсе тайăлнă çуртра нимле çăмăллăх та пулман. Хĕлле ăна кăмака хутса ăшăтнă. Çĕнĕ çул умĕн ялта çĕнĕ Культура çурчĕ туса лартнă.

Михайловкăри çĕнĕ Культура çурчĕ ял халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта пысăках мар библиотека вырнаçнă, юрă-ташă тата алă ăстисен ушкăнĕсене йĕркеленĕ. Аваллăха халалланă кĕтес те пур.

- Юмахри пек пурăнатпăр. Ăшă, çутă, таса. Халăх нумай килме пуçларĕ. Кашни кун тенĕ пекех тĕрлĕ ĕç-пуç ирттеретпĕр. Çамрăксем те, ваттисем те пысăк хаваспа çӳреççĕ кунта, - тет Культура çурчĕн ертӳçи Зоя Архипова.

Сцена çинче ялти артистсем спектакльсем лартаççĕ. Кашни кунах репетицине пухăнаççĕ. Çĕнĕрен хĕмленекен культура вучахĕпе паллашнă май Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова михайловкăсене клуба тĕрлĕ хатĕрпе пуянлатма 400 пин тенкĕлĕх сертификат парнелерĕ. Çакăн евĕр пулăшăва çывăх вăхăтра республикăри тепĕр 24 ялти клуб тивĕçĕ. Вĕсенче çутăпа сасă хатĕрĕсене, сценăсене çĕнетĕç. Пултарулăх ушкăнĕсем валли хитре тумтир туянĕç. Культура çурчĕсене çĕнетмешкĕн республика правительстви та сахал мар укçа уйăрать.

- Кун пекки нихçан та пулман. Иртнĕ çул правительство 600 миллион тенкĕ таран парса пире чыс турĕ. Эпир икĕ клуб хута ятăмăр. Кăçал эпир çĕнĕ тепĕр 5 клуб хута яратпăр. Çак икĕ çул хушшинче пĕтĕмпе 25 çĕнĕ клуб пулмалла. Апла пулсассăн, ялăн пуласлăхĕ пур. Ял пурăнсассăн халăх та пурăнать, - тет ЧР Культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов.

Чăваш Енри культура çурчĕсене çĕнетмелли программăпа килĕшӳллĕн 2020-мĕш çулччен мĕн пур район центрĕнчи тата ялсенчи кашни юхăннă клуба юсама палăртнă.