ГТРК Чувашия / Федор Павлов композитор çинчен кĕнеке кун çути курнă
Версия сайта для слабовидящих

22 ноября 2019 00:28   -9°   $63.84 €70.70

28.02.2017 18:55

Федор Павлов композитор çинчен кĕнеке кун çути курнă

Кăçал чăвашсен паллă драматургĕ, дирижерĕ тата композиторĕ Федор Павлов çуралнăранпа 125 çул çитет. Унăн пурнăçĕпе пултарулăхне халалласа Михаил Кондратьев искусствовед монографи хатĕрленĕ. Çĕнĕ кĕнеке хаклавĕ Наци библиотекинче иртрĕ.

Оксана Баскакова, Виктор Степанов

Чăваш республикин тата Раççейĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Михаил Кондратьев профессор, музыковед тăван халăхăн юрă-кĕвĕ культурине пуçаракан Степан Максимов, Василийпе Геннадий Воробьевсем, халĕ Федор Павлов пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕпчев ĕçĕсем çырнă. Çак кĕнекене кăлариччен вăл паллă композитор пирки доклад, статья нумай хатĕрленĕ, аса илӳсемпе сăн ӳкерчĕксем пухнă.

- Мĕскер çĕннине тупма пултарнă-ха терĕм? Нумай вăй хунă, Федор Павловăн пурнăçне, музыкине, драматургине тишкернĕ. Ăçтан тупса пĕтернĕ вăл çавăн чухлĕ сăн ӳкерчĕк? - тет СССР халăх артисчĕ, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертӳçи Валерий Яковлев.

Фёдор Павлов 39 çултах пурнăçран уйрăлнă. Унăн ĕç-хĕлĕ çинчен çырнă кĕнеке сахал пулнине шута илсен, çĕнĕ кăларăм питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Монографи 4 пайран тăрать. Ăна Чăваш халăх художникĕн Элли Юрьевăн ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ.

- Федор Павлов çинчен çырнă кĕнекене питĕ кĕтнĕ. Эпир уяв тĕлне композитор пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштаракан экспозици хатĕрлерĕмĕр, - пĕлтерет Чăваш наци библиотекинчи юрă-кĕвĕ тĕпелĕн ертӳçи Вера Архипова.

Çĕнĕ кĕнекене хаклама çыравçăсем, общество хастарĕсем пухăнчĕç. Вĕсем монографине пысăк хак пачĕç. Ку ĕç наукăпа культурăри специалистсене çеç мар, тăван халăх историйĕпе кăсăкланакан кашни çынна усăллă пулĕ, терĕç.