"Земство фельдшерӗ" программӑпа усӑ курнӑ ҫамрӑк патшалӑх укҫипе пӗлӗвне ӳстерет

Элӗк каччи Дмитрий Ермаков Етӗрне хулин васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн подстанцийӗнче 2-мӗш ҫул ӗҫлет.

Ку учрежденине виҫӗ район пӑхӑнса тӑрать. Вӑл шутра Элӗк те. Ҫавӑнпа Етӗрнере тӑтӑшах пулма тивет. Сывлӑх сыхлавӗпе мӗн ачаран кӑсӑкланнине, ун пирки кӗнекесем вулама юратнине калать ҫамрӑк. Аппӑшӗсем те сиплев ӗҫне суйласа илнине кура Дмитрий медицина колледжне вӗренме кӗнӗ. Опыт пухни малашне кирлӗ пулнине вӑл лайӑх ӑнланать. Каччӑ хӑйӗн ӑсталӑхне ӳстерес тӗллевлӗ. Сӑмах май, Дмитрий "Земство фельдшерӗ" программӑпа тивӗҫнӗ 500 пин тенке пӗлӗвне анлӑлатма янӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетне вӗренме кӗнӗ. 

 

Елена Дмитриева, Игорь Ульянов