Вакцина килессе кӗтеҫҫӗ

Республикӑри медицина учрежденийӗсем коронавирусран хӳтӗленмелли прививка тума хатӗр

Хулари пӗрремӗш клиника больницинче ковидран хӳтӗленме пулӑшакан прививка тума пӗтӗмпех хатӗр. Тухтӑрсем вакцина кӳрсе килессине  кӑна кӗтеҫҫӗ. Сӑмах май, сиплев учрежденийӗнче 2 медицина ӗҫченӗ чӳк уйӑхӗнчех прививка тунӑ та ӗнтӗ. Чи малтан тухтӑрсемпе вӗрентекенсене эмелпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫакна медицина ӗҫченӗсемпе пӗлӳ ҫӳрчӗсенче тӑрӑшакансем  чирлеме пултаракансемпе ытларах хутшӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ. Шала кайнӑ чирсемпе аптракансене те малтисен йышӗнче прививка тӑвӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах вакцина хӑшӗ-пӗрне  юраманнине асӑрхаттараҫҫӗ тухтӑрсем. 


Елена Дмитриева, Михаил Солин