Чире малтанхи тапхӑрта тупса палӑртсан ӑна парӑнтарма та ҫӑмӑлрах. Ҫак тӗллевпех Чӑваш Енре кӑкӑр шыҫҫине хирӗҫ кӗрешмелли уйӑхлӑх пырать.
Уйӑхлӑх шучӗпе республикӑри онкологи диспансерӗ уҫӑ алӑк кунӗсем йӗркелет. Черетлӗ йышӑну юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулать. Ҫак кун онкологсем кашни кӑмӑл тӑвакана тӳлевсӗр йышӑнаҫҫӗ. Чӑн та, маларах контакт-центр телефонӗпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Ҫавӑн пекех пациентӑн пӗрле паспорт, медицина полисӗ тата СНИЛС пулмалла.
Унччен маларах уҫӑ алӑк кунӗ юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртнӗ. Тухтӑрсем пурӗ 55 хӗрарӑм сывлӑхне тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 4-шӗн шыҫӑ пулма пултарассине палӑртнӑ. Унӑр пуҫне 17 ҫынна узи, тепӗр 7-шне маммографи тума янӑ.
Тухтӑрсем пациентсене вӑхӑтра тӗрӗсленмеллине тӑтӑшах аса илтереҫҫӗ. Ку вӑл, чӑнах та, пушӑ сӑмахсем мар. Чире шала ямасан ӑна ҫӗнтерме те ҫӑмӑлрах.
Оксана Верликова, Виктор Степанов