Тӗп тӗллев — пациентсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатасси

Шупашкарти 1-мӗш клиника больницинче республикӑри колопроктологи центрӗ ӗҫлет. "Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн икӗ уйӑх каялла унта ҫӗнӗ реабилитаци кабинечӗ хута кайнӑ. 

Нумай пулмасть уҫӑлнӑ реабилитаци пӳлӗмӗн тӗп тӗллевӗ - стома чирӗпе аптӑракансен пурнӑҫне ҫӑмӑллатасси. Кунта регионти пур пациента та йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене вырӑнти хирургсем е терапевтсем яраҫҫӗ. Чирлисене сӑнаса тӑнисӗр пуҫне колопроктологи уйрӑмӗнче операци те тӑваҫҫӗ. 

Василий Кириллова стома пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче лартнӑ. "Малтан кӑшт йывӑртарахччӗ", - тет. Тухтӑрсен пур сӗнӳ-канашне те пурнӑҫласа пынӑ май хӑйне самай аван туя пуҫланӑ вӑл. Халӗ пациента операци тума хатӗрленеҫҫӗ. 

Колопроктологи уйрӑмӗнче 30 вырӑн. Пӗлтӗр кунта пӗр пин те 150 ҫын сипленнӗ. 

Оксана Верликова, Виктор Степанов