"Шаг к здоровью" проект регион ертӳҫин пуҫарӑвӗпе Республика кунӗ вӑй илнӗ. "Сывлӑх пунчӗсен" ӗҫне тӗрлӗ тухтӑрсене - педиатрсемпе терапевтсене, офтальмологсемпе неврологсене, стоматологсене тата ытти специалистсене явӑҫтараҫҫӗ. Проекта йӗркелесе пыма волонтерсем пулӑшаҫҫӗ. Куҫса ҫӳрекен пунктсем кашни муниципалитетрах ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти тӗп больницӑри тухтӑрсен ушкӑнӗ хальхинче Тӗп пасар умӗнче ҫынсене йышӑнчӗ.
Сывлӑхне тӗрӗслеттерме килнисен шухӑш-кӑмӑлӗпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кӑсӑкланчӗ. "Питӗ меллӗ, хӑвӑрт пулать», - терӗҫ хула ҫыннисем.
Проекта 27 пин ытла ҫын хутшӑннӑ та ӗнтӗ. 6 пин ытла ҫынна терапевтсем хушма тӗпчевсем ирттерме направлени панӑ. Куҫса ҫӳрекен пунктра флюорографипе маммографи тухма май пур. Ачасен сывлӑхне те тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Педиатрпа стоматолог йышӑнать вӗсене. "Шаг к здоровью" проектӑн графикӗпе Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче паллашма пулать.
Екатерина Фомина, Борис Андреев