Сиплевпе пӗрлех вӗренӳ, тӗрлӗ енлӗ аталану

Ыттисенчен сывлӑх тӗлӗшӗнчен улшӑнса тӑракан ачасене пулӑшассипе професси хушнипе мар, чун ыйтнипе ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарта ача-пӑча реабилитаци центрӗ уҫӑлнӑранпа 30 ҫул ҫитрӗ. Уяв кунӗ учрежденире ӗҫлекенсемпе ветерансем, кунта пулӑшу илсе тӑракансем пуҫтарӑнчӗҫ. 

Пысӑк чӗреллӗ те йӑваш чунлӑ пулмалла, кашнине тӑван пек юратмалла. Сусӑррисемпе центрта шӑпах ҫавӑн пек педагогсем ӗҫлеҫҫӗ те. Тӗрлӗ чирпе аптракан ачасене стационар мелӗпе те йышӑнаҫҫӗ, талӑкӗпех юлакансем те пур. Пулӑшу илекенсен ытларах пайӗ - 7 ҫултан пуҫласа 14 ҫулчченхисем. 

Сиплевпе пӗрлех вӗренӳ, тӗрлӗ енлӗ аталану. Тӑмран савӑт-сапа тума та, ӳкерме те, юрлама-ташлама та хӑнӑхтараҫҫӗ. Ача туртӑмне кура тӗрлӗ программа сӗнеҫҫӗ. Центрта 140 ытла специалист ӗҫлет. 

Ҫутӑ та ӑшӑ пӳлӗмсенче пӗчӗккисемпе ӗҫлеме, выляма пӗтӗмпех пур. 

Ӗҫри ӑсталӑхӗпе уйрӑмах палӑрнисене уявра Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева хӑйӗн саламӗнче кашни ашшӗ-амӑшӗшӗн ывӑл-хӗрӗ ҫумӗнче шанчӑклӑ, алӑ пама хатӗр ҫын пурри пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Реабилитаци центрӗн аталану ҫулӗнче хӑйӗнчен мӗн килнине туса пулӑшма шантарчӗ. Зал тулли пухӑннӑ хӑнасене хӑй вӑхӑтӗнче ҫак учреждение ҫӳренисем юрӑ-ташӑри пуларулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров