Шупашкарта васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсен ӑсталӑх конкурсӗ иртрӗ

Унта тӗрлӗ регионти тухтӑрсемпе водительсем тупӑшрӗҫ. Чӑваш Енре ку конкурса тӑваттӑмӗш хут йӗркелерӗҫ. Кӑҫал унта 19 команда хутшӑнчӗ. Вӑл шутра хамӑр республикӑри тухтӑрсемпе пӗрлех Мордва, Тутарстан Республикисенчи, Самар, Тула тата Чулхула облаҫӗсенчи специалистсем. 

Ӑсталӑх ӑмӑртӑвӗ темиҫе тапхӑртан тӑрать. Малтанах фельдшерсем теорие мӗнле пӗлнине хаклаҫҫӗ, унтан вӗсем компьютерта тӗрлӗ хӑнӑхтару тӑваҫҫӗ, чи кӑсӑкли вара - практика пайӗ. Васкавлӑ автомобиль салонӗнче - пысӑк йывӑрлӑха лекнӗ пациент. Специалистсен хӑвӑртрах чире е сурана палӑртса пӗрремӗш пулӑшу кӳмелле.

Водительсем хушшинче уйрӑм ӑмӑрту пулчӗ. Пулӑшу пахалӑхӗ медицина бригади инкек пулнӑ вырӑна вӑхӑтлӑ ҫитнинчен те нумай килет. Сценари тӑрӑх, бензовозпа пысӑк авари пулнӑ, чылай ҫын аманнӑ. Кун пекки ан пултӑрччӗ, ҫапах та  пурнӑҫра темӗнле пӑтӑрмаха та хатӗр пулмалла.

 
Чрезвчайлӑ лару-ӑру министерствин республикӑри тӗп  управленийӗнче тата шыравпа ҫӑлав службинче ӗҫлекенсем пилотсӑр вӗҫев хатӗрӗ тапӑнсан мӗн тумаллине кӑтартса пачӗҫ. Дрон пайӗсем машинӑна сиенленӗ, салонта ҫынсем хупӑнса ларнӑ, юнашар вырнаҫнӑ ҫурт вара ҫунма пуҫланӑ. Унта та инкеке лекнисем пур. Вӗренӳ ӑнланмалла пултӑр тесе, ятарлӑ муляжсемпе усӑ курчӗҫ.  Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх "Чи лайӑх бригада" ята Шупашкарти Мускав районӗн пӗрремӗш подстанцийӗн ушкӑнӗ тивӗҫрӗ.

Ксения Потапова,Татьяна Иванова, Игорь Ульянов