Шупашкар хулин тӗп больницинче вакцинаци ирттерме волонтерсене явӑҫтарнӑ

Республикӑра халӑха коронавирусран вакцинацилес ӗҫ малалла пырать. Ҫавна май медиксем ҫине хушма яваплӑх тиеннӗ. Прививка тунисӗр пуҫне вӗсен тӗрлӗ документпа ӗҫлемелле. 

Шупашкар хулин тӗп больницинчи тухтӑрсене халь волонтерсем пулӑшаҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче - медицина колледжӗпе Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн студенчӗсем. Тухтӑрсен вакцинаци тапхӑрӗнче ӗҫ калӑпашӗ самай ӳснӗ. Ҫавӑнпа волонтерсем пулӑшни пациентсене те, медицина ӗҫченӗсене те ҫӑмӑллӑх кӳрет. Прививка тутарма килнисен анкета ыйтӑвӗсене хуравламалла, темиҫе тӗлте алӑ пусмалла. Документра йӑнӑшсем кайма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫак ӗҫре волонтерсем пулӑшаҫҫӗ. Уйрӑмах тивӗҫлӗ канури ҫынсене тимлӗх уйӑраҫҫӗ.