Пандемипе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва паян опертивлӑ штабӑн черетлӗ ларавӗнче сӳтсе явӗҫ. Эрне каялла, сӑмахран, больницӑсен ӗҫне ҫӑмӑллатас тӗллевпе консультаци пункчӗ йӗркелеме йышӑннӑ. Унта Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пулса курчӗ.
Консультаци пунктӗнче харӑсах 15 специалист ӗҫлет. Вӗсем пурте ятарлӑ пӗлӳ илнӗ. Вӗсемпе психологсем те канашланӑ. Кирек епле ыйтӑва та хурав пама хатӗр тухтӑрсем. Коронавируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру халӗ те йывӑр. Чирлекенсен шучӗ ӳссех пырать. Ҫавӑнпа килте сипленекен те, больницӑра выртакан та чылай. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак кунсенче «122», «103», «112» номерсемпе нихҫанхинчен нумай шӑнкӑрав йышӑнаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ыйту операторпа канашланӑ хыҫҫӑн тӳрех татӑлать. Консультаци пункчӗ кашни кун икӗ сменӑпа 8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлет.
Надежда Александрова, Игорь Ульянов