Республикӑра коронавирус тӗпчевне ытларах тума пуҫланӑ

Коронавирус пуррипе ҫуккине палӑртакан тест халӗ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине пӑхӑнакан пур больницӑра та тума пулать. Ведомствӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ тӗрлӗ тӗпчев ирттереҫҫӗ.

Вӗсем вирус пуррине, чир мӗнле шайра пулнине е амака чӑтса ирттернине кӑтартаҫҫӗ. Тестсем тӳлевлӗ: пӗри вӑтамран 350, тепри - пин те 500 тенкӗ. Анализсене кашни ытларикун тата кӗҫнерникун 9 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен пама пулать. Ҫакӑн валли маларах ҫырӑнмалла. Анализ паракансем маскӑпа пулмалла, виҫӗ сехет маларах ӗҫме, ҫиме, ҫӑвара чӳкеме тата пирус туртма сӗнмеҫҫӗ. Тестсене республикӑри 10 ытла медицина учрежденинче тӑваҫҫӗ. Вӗсем Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта тата Канашра вырнаҫнӑ. 

 

Владимир Тимофеев, Вероника Павлова